Нумаях пулмасть Шупашкар районӗнчи Вӑрман Ҫӗктер ял тӑрӑхне кӗрекен Кайри Ункӑпуҫ ялӗнче пурӑнакан Ирина Фадеевна Фадеева 100 ҫул тултарчӗ. Юбилей ячӗпе саламлама районти халӑха социаллӑ хӳтлӗх паракан пай пуҫлӑхӗ Анатолий Константинов ертсе пыракан сумлӑ делегаци пычӗ. Вӗсем юбиляра «Аслӑ ҫӗнтерӳ — 65 ҫул» медаль, хаклӑ парнесем, чечек парса саламларӗҫ. Районти ЗАГС сотрудникӗ Светлана Николаева Ирина Фадеевнӑна районӑн Ҫемье хисепӗн кӗнеки ҫине алӑ пустарчӗҫ. «Ку кӗнекене 2000-мӗш ҫултанпа йӗркеленӗ, — терӗ Светлана Валерьевна, — Унта ҫемье ыйтӑвӗпе пулакан чи сумлӑ ӗҫсене ҫырса пыратпӑр. 100 ҫула ҫитнӗ иккӗмӗш хӗрарӑм ку кӗнеке ҫине алӑ пусрӗ, район историне кӗрсе юлчӗ».
Вӑрман-Ҫӗктер ял администраци представителӗсем те И.Фадеевӑна чысларӗҫ, парнесем парса саламларӗҫ.
Шупашкар районӗнчи Вӑрман-Ҫӗктер ял тӑрӑхне кӗрекен Вӑрманкасси ялӗ ҫывӑх вӑхӑтра 36 га яхӑн пысӑкланмалла. Асӑннӑ лаптӑкра Вӑрманкасси ял чиккине кӗртесси ҫинчен республикӑн Градостроительствӑпа обществӑлла инфраструктура аталанӑвӗн министерстви постановлени проекчӗ хатӗрленӗ. Ӑна сӳтсе явас текенсем хӑйсен шухӑшне construc20@cap.ru электронлӑ адреспа пӗлтерме чӗнеҫҫӗ. Сӗнӳсене ҫӑвӑн 17-мӗшӗччен кӗтеҫҫӗ.
Вӑрманкасси ялӗ хӗвеланӑҫ-кӑнтӑр еннелле сарӑлӗ. Ял чиккине кӗртме палӑртнӑ лаптӑк ҫурҫӗр енчен «Утес» профилакторипе чикӗленет, хӗвеланӑҫ енчен — «Волжские зори» курортпа. Асӑннӑ территорире 100 пӳрт хӑпартса лартма палӑртнӑ, кашнин 12-25-шер сотка ҫӗр лаптӑкӗ пулӗ.
Акан 30-мӗшӗнче Шупашкар район администрацин пуҫлӑхӗ А.П.Князев тӗрлӗ ҫулсенче районти организацисемпе учрежденисене ертсе пынӑ ветерансемпе тӗл пулчӗ. Анатолий Пантелеймонович вӗсене Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи Ҫӗнтерӳпе вӗҫленнӗренпе 65 ҫул ҫитнӗ ятпа хӗрӳллӗн саламларӗ, унтан кӗскен районӑн социаллӑ-экономика пурнӑҫӗпе паллаштарчӗ.
Район ертӳҫипе тӗлпулӑва пухӑннӑ тыл ветеранӗсем Кӳкеҫре Державная богородица иконӗ ячӗпе туса лартнӑ ҫӗнӗ храма ҫитсе курчӗҫ, унтан ҫӗнӗ ЗАГСпа тата районти тӗп вулавӑш ҫурчӗпе паллашрӗҫ.
Районти ҫак ҫӗнӗ объектсем пур енчен те паянхи пурнӑҫ ыйтнӑ шайра — хӑтлӑ, илемлӗ, ӗлккен. Кунта килекенсен ыйтӑвӗсене туллин тивӗҫтерекен учрежденисем пулнине палӑртрӗҫ ветерансем, ҫакӑншӑн хӑйсем савӑннине палӑртрӗҫ.
Районта тата тепӗр паллӑ культура учрежденине те — Иакинф Бичурин ячӗллӗ музее те кӗрсе курчӗҫ ветерансем, паллӑ востоковед-ученӑй палӑкӗ умне чӗрӗ чечексем хурса сӑн ӳкерттерчӗҫ. Район музейӗн экскурсовочӗ вӗсене Ҫар мухтавӗн залӗпе паллаштарчӗ.
Паян, акан 29-мӗшӗнче, Шупашкартан инҫех те мар вырнаҫнӑ Ҫатра-Лапсарти тӗп пӗлӳ паракан шкулта Борис Борлен сӑвӑҫпа тӗлпулу иртрӗ. Тӗлпулӑва пыхӑннӑ шкул ачисем 75-рен каҫнӑ сӑвӑҫ сӑмахӗсене тимлӗн итлесе ларчӗҫ.
Чи малтан Борис Леонтьевич хӑйӗн ҫинчен каласа пачӗ — Шупашкара ватлӑхра ҫеҫ куҫнӑ иккен. Унччен — Пушкӑрт тӑрӑхӗнчи чӑвашсем хушшинче, Хусанта тӑрмашса ӗҫленӗ. «Сувар» хаҫата кӑларма тытӑннинче унӑн пӗчӗк мар тӳпи те пур.
Малалла ҫыравҫӑ ачасен хушшинче викторина пекки йӗркелерӗ — хӑйӗн сӑввисене вуласа панӑ хыҫҫӑн ачасен хӑш уйӑх ятне халалланине е кивелнӗ сӑмахӑн пӗлтерӗшне пӗлмелле пулчӗ. Шкул ачисем интересленсех хутшӑнчӗҫ — тӗрӗс хуравласан сӑвӑҫ кӗнеке парнелерӗ.
Тӗлпулу вӗҫленнӗ тӗле Борис Борлен ачасен йытӑвӗсем ҫине хуравларӗ. Пӗрремӗш сӑввине шкултах ҫырма пуҫланӑ иккен — вӗрентекене те астӑвать — чӑвашла сӑвӑ ҫырма Анна Павловна Павлова пулӑшнӑ.
Урамсене электрофикацилес ыйтупа республикӑра ӗҫ хӗрсе пырать. «Тӑван Ен» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енӗн хула строителствин тата обществӑллӑ инфраструктура аталанӑвӗн министерствин патшалӑх экспертиза управленийӗ черетлӗ проектсене пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн Шупашкар районӗнчи темиҫе проекта ырланӑ: Кӳкеҫри К. Маркс урамӑн тӑсӑмӗнне тата Атайкасси ял тӑрӑхӗнчи Кӑчакасси ялӗнне. Кӑчакассисем электричествӑсӑр лараҫҫӗ тесе ан шутлӑр, кунта сӑмах вӑл ялти ҫӗн урам пирки.
Ҫӗнӗ урамсене ҫутӑ кӗртес ыйту ытти ял ҫыннисене те кӑсӑклантарать. Юнашар вырнаҫнӑ Атайкассинче пурӑнакан Зиновий Матвеев та ялти Вӗрене, Вӑрман, Хӗвел, Ансӑр урамсенче электрификачи хӑҫан пуласси пирки пӗлесшӗн — республикӑн Промышленноҫпа энергетика министерствине те тухнӑ. Министерство ӗҫченӗсем кӑҫал ҫутӑ кӗртме шантарнӑ.
Ака уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Курнавӑш шкулӗнче Елчӗк тата Шупашкар районӗсенчи чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен семинарӗ пулса иртрӗ. Семинар ӗҫне Чӑваш Республикин вӗренӳ институчӗн доценчӗ Н.Г. Иванова хутшӑнчӗ.
Н.Н. Круглова вӗрентекен Елен Нарпи ҫырнӑ «Тивӗҫ» калавӗ тӑрӑх 6-мӗш класра вӗренекенсемпе уҫӑ урок ирттерчӗ. Вӑл «Килти вулав кӗнекинчи» асӑннӑ калава суйласа илни те ахаль мар. Елен Нарпи 9-10–мӗш классенче Курнавӑш шкулӗнче пӗлӳ илнӗ. Вырӑскасси ялӗнчен шкула ҫӳрекен Елена Димитриевӑн литература еннелле пысӑк туртӑм пуррине вӗрентекен ун чухнех асӑрханӑ. Уйрӑмах Лена пултарулӑх сочиненийӗсене илемлӗ те сӑнарлӑ чӗлхепе ҫырма пултарни пурне те савӑнтарнӑ. Малашнехи пурнӑҫ ҫулне те вӑл аслӑ шкулпах ҫыхӑнтарнӑ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн кунтах студентсене вӗрентме юлать.
Волейболла ҫак вӑхӑтра Шӑмаршӑсем кӑна мар, Кӳкеҫре те ӑмӑртаҫҫӗ. Кун пирки «Тӑван Ен» хаҫат сайчӗ пӗлтерет.
Вӑл акан 10-мӗшӗнче Кукеҫри «Улӑп» сывлӑхпа спорт центрӗнче пулнӑ. Ӑна Шупашкар районӗн депутатсен Пухӑвӗн депутачӗ пулнӑ Владислав Григорьева асӑнса ирттернӗ, ӑмӑртӑва Шупашкар районӗнчи арҫынсен командисем хутшӑннӑ. Волейбол турнирӗ кӑҫал иккӗмӗш хут иртрӗ ӗнтӗ.
Ӑмӑртӑва пурӗ 5 ушкӑн хутшӑннӑ. Пӗрремӗш вырӑн депутатпа пӗрле вӗреннӗскерсене лекрӗ, 2-мӗш вырӑн — «Улӑп» комплексӑн командине. Атайкассисем, депутат ентешӗсем — 3-мӗш вырӑн йышӑнчӗҫ.
Владислав Вячеславович Атайкассинчи пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ паракан шкул директорӗ пулса ӗҫленӗ. Вӑл тӑрӑшнипе юлашки ҫулсенче ҫак шкул вӗрентӳ тата воспитани ӗҫӗнче нумай ҫитӗнӳсем туса пынӑ. Учительсемпе ачасем республикӑри тата районсенчи нумай олимпиадӑсемпе конкурссенче ҫӗнтернӗ. Сывӑ пурнӑҫ йӗркине пропагандӑлас тӗлӗшпе те кунта пысӑк ӗҫсем туса пынӑ. Владислав Вячеславович ытларах волейбол килӗштернӗ.
Пушӑн 29-мӗшӗнче Иккасси ял вулавӑшӗнче литературӑпа поэзи каҫӗ пулчӗ, ӑна Орлов Георгий Фёдорович ҫуралнӑранпа 85 ҫул ҫитнӗ ятпа ирттерчӗҫ. Паллӑ ҫыравҫӑ ҫак тӑрӑхра ӳснӗ — Толиккасси ялӗнче ҫуралнӑ.
Литература каҫне пуҫланӑ май вулавӑш ертӳҫи Михайлова А.М. ҫыравҫӑн кун-ҫулӗпе тата ун пултарулӑхӗпе паллаштарчӗ. Мероприяти пухӑннисемшӗн интереслӗ иртрӗ, кашни хӑйне валли мӗн те пулин ҫӗнни пӗлчӗ: Иккасси шкулӗнче вӗренекен 5-6 класс вӗренекенӗсем поэтӑн сӑввисене вуласа пачӗҫ; Федотова Ю.Т. вӗренекен ҫак шкулта 2005 ҫулта ҫыравҫӑпа тӗл пулнӑ саманта аса илчӗ; Иккасси ҫынни Иванов В.А. ҫыравҫӑн романӗсем пирки каласа пачӗ.
Шупашкар районӗнчи халӑха социаллӑ хӳтлӗх парас тӗлӗшпе ӗҫлекен пайӗ ку уйӑхра 11 ҫынна ача ҫуратсан пӗр хут паракан пособи укҫине 127, 87 пин тенкӗлӗх тӳленӗ. 2010 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа кашни ача валли паракан пособи укҫи 10988 тенкӗ те 85 пуспа танлашать.
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа районта пурӗ 22 ача ҫуралнӑ, вӗсемшӗн 238,76 пин тенкӗ тӳленӗ.
Иртнӗ канмалли кунсенче Лида Евсеева, Кӳкеҫри «Пӳрнеске» ача сачӗн «Пукане» юрӑпа ташӑ ансамблӗн ҫамрӑк таланчӗ ҫак конкурса хутшӑнса, мала тухнӑ. Республикӑри инҫекурав чӑвашла юрлакан ачасен эстрада конкурсне 4-мӗш хут ирттерет ӗнтӗ. Ачасем те, ашшӗ-амӑшӗсем те, педагогсем те питӗ тӑрӑшса хатӗрленеҫҫӗ ӑна яланах. Ҫак ҫитӗнӳ вӑл — пурте пӗрле вӑй хурса туптанӑ ҫитӗнӳ. Конкурс вӗҫленмен-ха. Малта — гала-концерт.
«Мехел» ӑмӑртӑва йӗркелекенсем: «Чувашия» патшалӑхинҫерадиокомпани, Чӑваш республикин композиторсен пӗрлешӗвӗ тата Чӑваш патшалӑх филармонийӗ.
Ӑмӑртурӑва 6-17 ҫулхи ачасем хутшӑнаҫҫӗ (виҫӗ ушкӑн: 6-9, 10-13 тата 14-17 ҫулхисем). Нарӑсӑн 13-мӗшӗнче конкурса хутшӑнма юрӑхлисене суйланӑ, пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче вара — вӗсен хушшинче ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртнӑ. Ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче гала-концерт иртӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нестерева Зоя Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |